Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗн сучӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Суд Георгий Егорова 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле те тунӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вырӑнти строительство фирмин 330 пин тенкине кӗсьене чикнӗ. Куншӑн Кӳкеҫ поселокӗнчи ҫӗр лаптӑкне тара илес енӗпе иртекен аукционра ҫӗнтерессе шантарнӑ. Анчах пуҫлӑх конкурс пӗтӗмлетӗвне ниепле те витӗм кӳме пултарайман.
Ҫавӑн пекех Егоров хушнипе унӑн ҫыннисем Янӑш шкулне хӑпартмашкӑн вырӑнти хыснаран стройфирмӑна субсиди уйӑрса парас тӗлӗшпе Шупашкар район пухӑвӗн депутачӗсен йышӑнӑвӗн тата администраци пуҫлӑхӗн постановленийӗн проекчӗсене хатӗрленӗ. Ҫапла майпа подрядчик 19,5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.
Тепӗр ӗҫ ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарассипе ҫыхӑннӑ. Георгий Егоров Ишлей ялӗнче ҫурт хӑпартас тӗллӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта Кӳкеҫри темиҫе авариллӗ ҫуртри ҫынсене куҫармалла пулнӑ.
Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ.
Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ.
Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент.
Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем шутланакан пӑлхарсен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ Купрат Эльпуҫа /патшалӑх ертӳҫине/ асӑнса Шупашкарта палӑк лартма сӗнет иккен. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн ҫак уйӑхри номерӗнче Николай кондрашкинпа пичетленӗ интервьюра пӗлтернӗ.
Бюст-палӑк лартма Купрат ханӑн сӑнӗ хатӗр-мӗн. Ӑна Чӑваш Ене илсе те килнӗ. Яваплӑ вырӑн йышӑнакан тӳре-шара ҫав палӑка лартма йышӑну тусан ӗҫ каймалла тенӗ.
«Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьялта лартас шут пур. Вырӑнти истори музейӗпе калаҫса татӑлнӑ темелле. Купрата пысӑк палӑк вара Шупашкарта лартмалла. Ӑна Тутарстанри Пӑлхар хулинче, Фанагорире /Краснодар крайӗ/ е Туна шывӗ ҫинчи Пӑлхар ҫӗршывӗнче лартас текенсем те пур», — тенӗ кӳлепеҫӗ журнала.
Паян Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн 110 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Унта вӗренекенсен, тӗрлӗ ҫулта ҫавӑнта пӗлӳ пухнисен савӑнӑҫне пайлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Сӑмах май, Михаил Васильевич та хӑй вӑхӑтӗнче унта вӗреннӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева та юбилей ячӗпе ирттернӗ уява хутшӑннӑ: темиҫе ҫул каялла вӑл Янӑш шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ.
Янӑш шкулӗ Павел Назаров хресчен килӗнче уҫӑлни паллӑ. Вӗсене Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ 19 ҫулти Евдокия Иванова вӗрентнӗ.
Хальхи вӑхӑтра ачасем ҫӗнӗ шкулта вӗренсе ырлӑх кураҫҫӗ. Икӗ хутлӑ вӗрентӳ заведенийӗнчи классем пысӑк, ҫутӑ, пухусем ирттермелли, фитнес, сӗтелҫи теннис, тренажер залӗсем, икӗ бассейн пур. Шкулта тӗрлӗ кружок ӗҫлет.
Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет? Ҫак ыйту тавра «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Валентин Григорьев журналист пуҫ ватнӑ.
Хаҫатҫӑ ҫырнӑ тӑрӑх, «республикӑра юлашки 10 ҫулта, тӗпрен илсен, пӗчӗк тата вӑтам предприятисем пулӑ ӗрчетсе сутас ҫул ҫине тӑнӑ. Мӗн пур калӑпӑшӑн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Пӑрачкав районӗнче ятарласа йӗркеленӗ «Киря» хуҫалӑх туса илет. 1644 гектар шыв ҫийӗллӗ 192 обьект пулӑ ҫитӗнтерме юрӑхлӑ пулин те хальлӗхе 99 кӳлӗ-пӗвере ҫеҫ /980 га/ ӑна ӗрчетеҫҫӗ. Пӗве фончӗ 827,4 гектар /29 пӗве/ йышӑнать, ҫав шутран 135 гектарӗпе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Улатӑр, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 9 организаци карп, ӳсен-тӑранпа тӑранса пурӑнакан шурӑ амур, сарлака ҫамка, ҫӗке, осетр, белуга ҫитӗнтереҫҫӗ. Бассейнсенче, хупӑ тата сеткӑпа уйӑрнӑ шыв управӗсенче, ТЭЦ-2 энергетика обьекчӗсенче /2 пин тӑваткал метр/ ӑшӑ шывра пурӑнаканнисене ӳстереҫҫӗ. Ҫапла майпа 2010 ҫулта ҫӗкепе осетр йышшисене 9 пин тонна туса илнӗ».
Отрасле аталантарма, публицист шухӑшланӑ тӑрӑх, рынок инфратытӑмӗ япӑх аталанни, чӗрӗ пулӑ тӑрӑмне тишкерсе тӑманни чӑрмав кӳрет.
Шупашкарта Росгвардин ОМОН пайӗн командирне Александр Велиуллова тата ОМОНӑн рота командирне Сергей Сергеева суд тенкелӗ ҫине лартасшӑн.
Айӑплав енӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем 2016 ҫулта хӑйсене пӑхӑнакансене дача тунӑ ҫӗрте темиҫе ҫӗрте ӗҫлеттернӗ пулать.
Пӑтӑрмах пирки «Коммерсантъ» Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи судӑн пресс-служби тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.
Александра Велиуллова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, Сергей Сергеева – ку преступление тума пулӑшнӑ тесе. ОМОН ӗҫченӗсем Велиулловӑн тата Сергеевӑн Шупашкар районӗсенче вырнӑҫнӑ дачисене тума пулӑшнӑ-мӗн. Хӑшӗсене ҫак тӗллевпе канӑва янӑ пулать.
ОМОН пуҫлӑхӗсем хӑйсен айӑпне йышӑнман. Кӗҫех вӗсен суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре 45 ҫулти арҫын вӑйӑ усламне йӗркеленӗ. Тупӑшлӑ бизнеса вӑл 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Анчах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче арҫынна тытса чарнӑ.
Вӑйӑ заведенине арҫын вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарса тултарнӑ. Ҫур ҫул ытларах хушшинче вӑл 3 миллион та 800 тенкӗлӗх тупӑш курнӑ.
Пакунлисем усламҫӑн 31 автоматне, карас телефонӗсене тата укҫине туртса илнӗ.
Хӑй айӑпне арҫын йышӑнмасӑр турткалашман.
Саккунсӑр услампа 4 миллион тенке яхӑн тупӑш курнӑ этеме суд 100 пин тенкӗлӗх штрафласа ҫулталӑк колони-поселенире лармалла тунӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хӗненине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗ те, республика та Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне палӑртрӗҫ-ха. Ҫапах та ку вӑл уй-хирти ӗҫ вӗҫленнине пӗлтермессе те пултарать. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне, акӑ, асӑннӑ муниципалитетра кукуруза малалла вырнӑ.
Ҫапла, ҫак культурӑна юлашки ҫулсенче симӗс апатлӑх ҫеҫ мар, тырӑлӑх та ӳстереҫҫӗ. Маларах эпир асӑннӑ кун тӗлне Шупашкар районӗнче кукурузӑна 80 гектар вырнӑ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 80 центнер тухнине пӗлтереҫҫӗ.
Патӑрьел, Куславкка тата Вӑрмар районӗсенче хӗвелҫаврӑнӑша 572 га ҫинчен пухса илнӗ. Унӑн тухӑҫӗ гектар пуҫне вӑтамран 14 центнер тухать. Кӗрхи ҫӗртме сухине тӑвассипе те республикӑри тепӗр хуҫалӑхсем малалла ӗҫлени паллӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи аграрисем Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне пухӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ кӑҫалхи савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм муниципалитета йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнипе пӗр килчӗ.
Шупашкар районӗсене вӑл тӑрӑхран тухнӑ паллӑ тӳре-шара: республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Альбмна Егорова та ӑшшӑн саламланӑ. Тата, паллах, вырӑнти ертӳҫӗсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев, район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев — сцена ҫине тухнӑ. Районти малта пыракан предприятисене, ӗҫченсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе, ытти енпе чысланӑ. Шупашкар районӗ 90 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ сумлӑ уява юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӗртнӗ.
Шупашкар районӗнчи Яранкасси ялӗнче пурӑнакан Майоровсем темӗн тӗрлӗ чӗрчун та, кайӑк-кӗшӗк те усраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Альпака туяннӑ.
Майоровсем ятарласа Краснодар крайне кайса альпакӑн пӗр аҫине тата икӗ амине илсе килнӗ. Чӗрчунсем ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫемье вӗсене 30 кунлӑха карантина хупнӑ.
Альпака – Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан чӗрчун. Вӑл 81-99 сантиметр ҫӳллӗш, 48-84 килограмм таять. Вӗсен ҫӑмӗ паха, вӑл сурӑхӑнни пекех, анчах ҫӑмӑлрах. Альпакӑн какайне те ҫиеҫҫӗ. Пасарта вӗсен тирне те сутаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |